Уявсем ҫинчен
Йӑла-йӗркесем вӑхӑт иртнӗ май, пурнӑҫ улшӑннӑ май, ӑслӑлӑх вӑйлӑланнӑ май кивелсе пыни - йӗркеллӗ япала. Хӑшӗсем пӗр йӗр хӑвармасӑр ҫухалаҫҫӗ, теприсем халап е юмах пулса юлаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем -- уяв пулса тӑраҫҫӗ (уяв та - йӑла-йӗрке тӗсӗ). Ҫав уявсен чи пӗрремӗш тата чи пысӑк пӗлтерӗшӗ -- халӑхӑн культура кодне упрани.
Эпӗ кунта юри ҫулсерен иртекен, тӗнсемпе кӑна ҫыхӑнман (хальхи вӑхӑтра) чи пысӑк, чи паллӑ тата уйрӑм халӑхсемшӗн чи хаклӑ уявсене пухрӑм:
Ирландире -- Святой Патрик кунӗ. Ҫак уява малтан Христос тӗнне кӗнине паллӑ тума йӗркеленӗ, Святой Патрик -- ҫав ҫӗршывӑн хӳтӗлекенӗ имӗш. Ҫав уявӑн паллисенчен пӗри -- "лепреконсем", Ирланди халӑхӗн халапӗсен сӑнарӗсем, тахҫан ӗлӗк вӗсене те ӗненнӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑна пӗтӗм халӑх уявлать, урӑх ҫӗршывсене те ӑнӑҫлӑ сарӑлать пек.
Германире -- Октоберфест
19-мӗш ӗмӗрте Бавари кронпринцӗн туйӗ валли ҫерем ҫинче пысӑк уяв йӗркеленӗ пулнӑ (ҫав вырӑна кайран качча каякан хӗрӗн ячӗпе Theresienwiese - "Тереза ҫаранӗ" тенӗ). Халӑха ҫак уяв питӗ килӗшсе кайнипе ӑна кашни ҫул йӗркелеме йышӑннӑ, хальхи вӑхӑтра ҫавӑнта тем тӗрлӗ нимӗҫ халӑхӗсен апачӗсене тата сӑрисене тутанма пӗтӗм тӗнчерен туристсем пухӑнаҫҫӗ.
Китайри Ҫӗнӗ ҫул вырӑссинчен те вӑрӑмрах, вунпилӗк кун пулать те Фонарьсен уявӗпе вӗҫленет. Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш кунне - ӑна тата Ҫуркунне уявӗ теҫҫӗ - халап тӑрӑх, тискер тата хаяр Нянь (年 - ҫул) килет тенӗ, вӑл ҫынсен тыррине, выльӑхне, ачисене ҫисе ярать тесе унран пурте пытаннӑ, кӑмӑлне ҫемҫетес тесе ун валли алӑк умӗнче апат хӑварнӑ, ӑна хӑратас тесе хӗрлӗ тӗслӗ тумтир тӑхӑннӑ, фейерверк янӑ. Фонарьсен уявне вара икӗ пин ҫул ытла каярах Сяовэнь-ди 孝文帝 император пулнӑ ячӗпе йӗркеленӗ пулнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул вырӑссен 13 кун уявлаҫҫӗ. Халь эпӗр пӗлнӗ пек уявлама (чӑрӑш е хыр капӑрлатса) ӑна Пӗрремӗш Петӗр патшаран пуҫланӑ, унччен ун вырӑнне чиркӳре кӗлтунӑ, патриарх патшана ҫӗнӗ ҫул пуҫланнипе саламланӑ та пехилленӗ. Петр I чиркӳсемпе пупсене юратман, Ҫӗнӗ ҫул уявӗн йӗркине самай улӑштарнӑ, Хӗвеланӑҫ енчи йӑлисене илсе килнӗ. Революци хыҫҫӑн Ҫӗнӗ ҫул чиркӳпе пач ҫыхӑнман уяв пулса тӑнӑ. Дед Мороз вырӑнне революциччен Раштав мучи/Рождественский дед пулнӑ, вӑл св.Николай имӗш (Санта Клаус тата Раштав мучи -- пӗр сӑнар, ячӗсем кӑна тӗрлӗ). Дед Мороз вара шартлама сивӗсен усал турринчен ҫӗнӗрен шутласа кӑларнӑ.
Тав кунӗ 17-мӗш ӗмӗрте йӗркеленӗ уяв, 1620 ҫулта Америкӑна Англирен пӗрремӗш шурӑ ҫынсем куҫса килнӗ, вӗсене пӗрремӗш ҫулсенче пурӑнма питӗ йывӑр пулнӑ, ушкӑнран ҫурри кӑна хӗл каҫайнӑ. Чӗрӗ юлма вӗсене Америка тӗп халӑхӗн ҫынни патуксет Сквонто пулӑшнӑ, вӗсене вӑрлӑх панӑ, ӳстерме вӗрентнӗ, пулӑ вырӑнӗсене кӑтартнӑ. Кӗркунне вара вӗсен пит аван тухӑҫ пулнӑ. Турра тав туса пӗрремӗш куҫса килнӗ ушкӑн пысӑк уяв йӗркеленӗ, ҫавӑнта Сквонто ҫыннисене те чӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫемьепе пуҫтарӑнмалли уяв.
Бразилире кашни ҫул пысӑк карнавал пулса иртет. 17-мӗш ӗмӗрте вӑл "энтрудо" фестиваль пек иртнӗ, унта ҫуркунне ҫитессине уявланӑ: пӗр-пӗрне шывпа шӑварнӑ, ҫӑнӑхпа, ҫӑмартасемпе тата помидорсемпе пенӗ. Бразилире халӑх тата пурнӑҫ улшӑннӑ май уявӗ те улшӑннӑ - 1808 ҫулта Португали патшине кӗтсе илнӗ чух пӗрремӗш карнавал тунӑ, ташӑсемпе, салютпа, тӗлӗнмелле тумсемпе, 1840 ҫулта унта вальс тата полька ташланӑ, 1917 ҫулта африка ҫыннисем самба илсе килнӗ. Тӗнчере чи пысӑк шоу шутланать.
Мексикӑри Вилнисен кунӗ - кӑсӑклӑ уяв, ацтек тата майя халӑхӗсен тӗнӗ Христос тӗнӗпе хутӑшнӑран пулса кайнӑ: ольмексемпе майясен вилӗм турри Миктлансиуатль халь Калавера Катрина пулса тӑнӑ, Пӗтӗм Святойсен кунӗпе тата Пӗтӗм Чунсен кунӗпе ҫыхӑннӑ.
Тутарсен (вӗсен кӑна мар, анчах тутарсен ытларах) Сабантуй уявлани пӑлхарсенченех тӑсӑлать, унта турӑсене тав туса лайӑх тухӑҫ ыйтнӑ, ака ӗҫӗсене пӗтернишӗн савӑннӑ. Халь вӑл тӗнпе ҫыхӑнман, унта лашасен ӑмӑртӑвне, кӗрешӳ ирттереҫҫӗ, юпа ҫине хӑпараҫҫӗ (ҫӗнтерекенне чӗрӗ сурӑх таки параҫҫӗ).

Уявсем уйрӑм ҫынсене пӗр культурӑна ҫыхӑнтараҫҫӗ, ытти халӑхсем умӗнче хамӑра кӑтартма (тата укҫа тума) май параҫҫӗ.
Уявсем тӗнпе, халапсемпе тачӑ ҫыхӑнман пулсан та.
Чӑвашсен чи пысӑк уявӗ хӑшӗ-ши?
Эп пӗлнисем кунта:
Ҫӑварни
https://t.me/chushu/373
Мункун
https://t.me/chushu/563
Сурхури
https://t.me/chushu/121
Ҫимӗк
https://t.me/chushu/60
Уяв
Кӗр сӑри
Акатуй
Маншӑн чи пысӑкки - Мункун.
Тата мӗнле чӑваш уявӗсене эсир курнӑ? Атьӑр пӗр купана пурне те пуҫтаратпӑр та хӑшӗ пирӗншӗн пысӑкраххине тӗпчетпӗр 🙂
#longread

Вӑрҫмалли сӑмахсем ҫинчен
Тӗнчепе икӗ чӗлхепе калаҫма пулать: туслӑх чӗлхипе тата вӑрҫӑ чӗлхипе. Нумайӑшӗ, паллах, туслӑх чӗлхипе усӑ курасшӑн -- ку вӑл питӗ йӗркеллӗ япала. Анчах хӑшӗ-пӗрисем туслӑх чӗлхипе усӑ курса ыттисенчен кӑштах кӑна ҫӳлерех хӑпарсан пурне те хӑйӗн тӗллевӗсемшӗн ӗҫлеттересшӗн пулаҫҫӗ.
Пирӗн чӗлхере улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Экспрессивлӑ, ятлакан, намӑс сӑмахсем халь "ҫӳлтен" пирӗн пата антараҫҫӗ: тӗрлӗрен вакӑ "сарӑ" СМИ, чи паллӑ телеведущисем (телевизор пӑхмасан та вӗсен чи "пӑрӑҫлӑ" сӑмахӗсене пӗтӗм ҫӗрте ҫырса сараҫҫӗ, блогерсем кӑна сӳтсе яваҫҫӗ -- пурпӗрех кашнине ҫитет), хӑш-пӗр чи ҫӳллӗ чиновниксем пӗр вӑтанмасӑр пирӗнпе тин тӗрмерен тухнӑ ҫынсем пек калаҫма хӑйсене ирӗк панӑ.
Аргумент ҫитмесен ытларах кӑмӑл-туйӑм ҫине пусӑм тумалла тата сасӑ хӑпартмалла -- кун ҫинчен Цицерон темиҫе пин ҫул каяллах ҫырнӑ (вӑл адвокат пулнӑ).
Тӗллевӗ питӗ ансат: МАНИПУЛЯЦИ.
Манипуляци -- ҫынна унӑн тӗллевӗсене/кӑмӑлне хирӗҫ япала тутарасси/шухӑшлаттарасси. Манипуляци ҫынна ют шухӑша пӑхӑнтарать.
Пире вӑйлӑ кӑмӑл-туйӑм витӗмӗпе темле хаклӑ япала кама-тӑр пама хистеҫҫӗ пулсан -- ку вӑл 100% манипуляци. Тӗслӗхрен, ҫак мелпе усӑ курса, ват ҫынсене шӑнкӑравласа вӗсен ачине темле инкек пулнӑ тесе, юлашки укҫисене хырса илеҫҫӗ.
Кун пек ултав шайӗ тӗрлӗрен пулать.
Мӗнле хирӗҫ тӑмалла:
Пӗрремӗшӗнчен, хамӑра сывлӑш ҫавӑрса илме вӑхӑт памалла.
Темле вӑйлӑ туйӑм пулнипе юлашки кӗпе / е пурнӑҫ париччен пуҫ мимине ӗҫлеттермелле. Виҫсе илмелле, чӑнах ҫав тери йӑлт начар-и? Е ҫав тери аван-и? Мӗнле тупӑш манӑн пулать тата мӗнле теветкел?
Мана хистекен ҫынна ӗненме юрать-и? Тен, вӑл халиччен тӑтӑшах суеҫтернӗ?
#longread
Уйӑх каялла эпир пусмӑрлӑха сивлейми пулни ҫинчен ҫырнӑччӗ:
https://t.me/chushu/995

Telegram
Чӑвашла шухӑшла
Мӗнпур хӑрушлӑхсене пирӗн пуҫ мими пӗрпек хуравлать: ҫап, тар, хытса тӑр. Эпир мӗнле мӑнкӑмӑллӑ пулсан та хамӑрӑн авалхи мӑн-мӑн асаттесенчен таҫта иртмен-ха. Пӗрремӗш икӗ хурав (ҫап, тар) - ҫитӗннӗ, вӑйлӑ этем реакцийӗ, юлашки - вӑйсӑр, чирлӗ этем е ача…
Хӑшӗсене уявлас килет?
Anonymous Poll
31%
Ҫӑварни
42%
Мункун
54%
Акатуй
12%
Уяв
38%
Ҫимӗк
8%
Тӗрӗ кунӗ
26%
Кӗр сӑри
23%
Сурхури
Кун ҫинчен шкулта каласа памаҫҫӗ:
https://youtu.be/ew5Qs0BqYNI
P.S. #Путешествие в историю чуваш тегпа кунта тата кӑсӑклӑ материалсем пур

YouTube
Поволжье. Хазары, булгары, финно-угры
Новый выпуск «Уроков истории с Тамарой Эйдельман» посвящен истории древнего Поволжья — великому торговому пути, проходившему по Волге, пути, по которому шли скандинавы и арабы, булгары и славяне, могучим государствам, возникавшим на берегах реки — Хазарскому…
Forwarded from Аҫтахар картишӗ
Пӗр шапа пусӑ тӗпӗнче пурӑннӑ. Вӑл мӗн курма пултарни те — тӳпен пӗчӗк пайӗ кӑна пулнӑ. Вӑл пӗлекен мӗнпур тавралӑх — пусӑ стенисемпе ун тӗпӗнчи шыв кӑна. Пӗрре пусӑ патне тинӗс тимӗр шапи пынӑ тет те пусӑ ӑшне пӑхнӑ тет. Шапа ӑна курнӑ хыҫҫӑн мӑнаҫланса мухтанма пикеннӗ тет: «Ку ман пусӑ, эпӗ кунта хама ҫав тери телейлӗ туятӑп. Эпӗ кунта сиксе ҫӳретӗп, ҫывӑратӑп, кирлӗ пулсан ишме шывӗ те ман пур».
Пусӑна ҫав тери мухтанӑ хыҫҫӑн тимӗр шапан унта кӗрес курас килсе кайнӑ тет, анчах вӑл хӑй питӗ пысӑк пулнӑ, пусӑ шӑтӑкне пӗр ури кӑна вырнаҫма пултарнӑ. Вара вӑл шапана ҫапла каланӑ: «Эсӗ хӑҫан та пулин тинӗс курнӑ-и? Вӑл ҫав тери анлӑ, вӑл вӗҫӗ-хӗррисӗр! Тинӗсре пурӑнасси — акӑ вӑл чӑн-чӑн телей!»
Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн тимӗр шапа тинӗсе таврӑннӑ. Пусӑри шапа вара хӑйӗн тавракурӑмӗ питӗ ансӑр пулнишӗн пӑшӑрханса юлнӑ.
Китайсен «Пусӑ тӗпӗнчи шапа пек» идеома пур. Вӑл ҫак халапран ҫуралнӑ. Сирӗн шутпа чӑвашсен хӑш ваттисен сӑмахӗ ӑна ҫывӑх?
#куҫарусем

Шекспир - Гамлет чӑвашла.pdf
3.2 MB
Уильям Шекспир - Гамлет.
Чӑвашла Максимов-Кошкинский куҫарнӑ
1936 ҫул
Чӑвашла Максимов-Кошкинский куҫарнӑ
1936 ҫул
Паян казахсен пĕр паттăрĕ çинчен каласа парас килет. Паллашăр - Кожаберген Тойлыбайсыншыулы (1663-1762), казах халăхĕн юрăçи, поэчĕ, паттăрĕ, çарпуçĕ, дипломачĕ, шурсухалĕ, тухтăрĕ. Унăн пурнăçĕ Казах ханлăхĕн чи йывăр саманара иртнĕ, Джунгар ханлăхĕ вăрçăпа килсе унăн 4 ывăлне вĕлернĕ, тăван çĕршывне аркатнă. Кожаберген жырау (юрăçă) чи паллă юрри - Елiм-ай (Тăван çĕршывăм).
Çĕршывăм (Елим=Ел=Эл=Ен)
Каратау пуçĕнчен ял куçса килет
Куçакан ялпа пĕчченçи тĕве пăрушĕ килет
Çĕршывăм, çĕршывăм.
Тăван çынсенчен уйрăлни начар иккен
Хура куçсенчен пăчлатса таса куççÿль ÿкет
Çĕршывăм, çĕршывăм.
Мĕнле самана ку самана? Асаплă самана
Таврăнсамччĕ малтанхи самана
Çĕршывăм, çĕршывăм.
Ашшĕнчен ывăлĕ, амăшĕнчен хĕрĕ уйрăлчĕ
Куçран куççуль кÿлленсе юхать
Мĕнле самана ку самана? Йывăр самана
Телей кайăкĕ алашран (Алаш – казах халăхĕ) вĕçсе кайнă самана
Чакăр тÿпене тăпрапа тусан хăпарать
Кун сивĕрех кăрлачран, хĕллерен хаяр
Мĕнле самана ку самана? Асаплă самана
Çапла пулать-ши тăта самана?
Йăмăкпа хура вырăна хăварсассăн
Куçран куççуль кÿлленсе юхать.
#куҫару

Якутсем кӑҫал "Эдэр саас" ("Ҫамрӑклӑх") ятлӑ кино кӑларнӑ, ырантан ӑна пӗтӗм Раҫҫейре кинотеатрсенче кӑтартма пуҫлаҫҫӗ.
Трагикомеди. Ӑнӑҫусӑр, анчах та сӑмсине усман, 40 ҫулхи арҫын тӑван ялне, несӗлсем патне таврӑнать, унта вара пурнӑҫ хӑйӗн йӗркипе пырать.
Трейлер:
https://youtu.be/FpsY11uEok4

🔥 МОЛОДОСТЬ (фильм 2022) ТРЕЙЛЕР фильма 🔥
💥 МОЛОДОСТЬ (фильм 2022) АНОНС ТРЕЙЛЕР ОБЗОР фильма смотреть онлайн 💥
Год: 2022
Страна: Россия
Режиссеры: Дмитрий Давыдов
Премьера: август 2022 (44-й ММКф), 19 января 2023 (прокат)
Жанр: трагикомедия
Смотреть онлайн фильм МОЛОДОСТЬ (2022) после выхода…

Куҫма Чулкаҫ -- Лапшу Ҫтаппанӗ.pdf
13.6 MB
Лапшу Ҫтаппанӗ - пирӗн барон Мюнхгаузен, чаплӑ сунарҫӑ, унӑн ятне пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ.
Тата ун ҫинчен ҫырнӑ халлапсене ак кунта тупма пулать:
https://chuvash.org/lib/author/424.html

Forwarded from Denis Voronso
Друзья , может не в тему , сегодня вышел моя совместная работа с крутым проектом на Чувашском языке. Стараюсь чтобы Чувашские мотивы звучали за пределами не только республики, но и страны, сотрудничество с зарубежными лейблами. Просто слушайте и делитесь по ссылке https://links.freshtunes.com/BA777
Чӑвашла шухӑшла
Хӑшӗсене уявлас килет?
1 вырӑнта - Акатуй. Чӑнах, кӗтменччӗ, эпӗ ӑна пӗрре те курман 🤷♀ Анчах нумайӑшӗ ӑна уявлама юратаҫҫӗ иккен.
2 вырӑнта - Мункун. Эпӗ те ҫӑмарта сӑрлама юрататӑп, тата ҫав кунсенче кулич сутаҫҫӗ, питӗ тутлӑ япала 😁
3 вырӑнта - Ҫимӗк. Нумайӑшӗ ҫак кун ашшӗ-амӑшӗ патне каяҫҫӗ, пӗрле пуҫтарӑнни уйрӑмах килӗшет пулӗ.
4 вырӑнта - Ҫӑварни. Пылпа куймак кунӗ, ҫуркунне ҫитес кун, вӑл та нумайӑшне килӗшет.
Ытти уявсем пирӗншӗн пит хаклӑ марри палӑрчӗ.

Информаци тасалӑхӗ ҫинчен
Сӑнанӑ-и, мӗн тери ҫӑмӑл эпир тӗрлӗ ҫӳп-ҫап япаласене астуса юлатпӑр? Ак, тӗслӗхрен, ӑҫтан эпӗ "хоп, мусорок" юррине пелетӗп, эпӗ кун пек япала итлеместӗп те, килӗшмест те вӑл мана? А вот, илтнӗ те чиперех асра юлнӑ.
Паллӑ нейролингвист Татьяна Черниговская каланӑ тӑрӑх, пирӗн пуҫ мими тавралӑха хыпашласа улшӑнать, ҫавӑнпа начар кӗнеке вулама юрамасть, начар юрӑ итлеме юрамасть, ухмахсемпе явӑҫма юрамасть, япӑх кино пӑхма юрамасть -- мӗншӗн тесен ҫакӑ йӑлт пирӗн пуҫра йӗр хӑварать.
Хальхи вӑхӑтра йӗри-тавра информаци питӗ нумай, вӑл тӗрлӗ. Пирӗн пуҫ мими ҫӗнӗ пӗлӳ илме юратать, вӑл ҫав енчен наркоман: ҫӗнӗ пӗлӳ илнипе киленсе вӑл дофамин - киленӳ гормонӗ - туса кӑларать. Ҫавӑнпа эпир кунӗпе скроллингпа аптрама пултаратпӑр.
Ҫак пирӗн пуҫ мими вӑйсӑрлӑхӗпе усӑ курса халь инфочикансем ӗрчесе кайрӗҫ. Виҫ эрне вӗренсе психолог пулма чӗнеҫҫӗ, е нутрициолог, е таролог, е тата мӗнле-тӗр-муролог. Human design - о, мӗнле хитре илтӗнет, shut_up_and_take_my_money.jpg.
Таврари информацине иртме тӳр килет. Ҫакӑнта пире логика тата тиркевлӗ шухӑшлав пулӑшать. Анчах та информаци халь хура е шурӑ (суя е чӑн) кӑна мар, тӗрлӗ пулать. Суя-чӑн хутӑш та пулать, е вуҫех кун пек категорисем юрӑхлӑ мар.
Ҫитменнине, пирӗн хӑвӑрт суйлама тӳр килет: мӗн вулас, мӗн пӑхас, мӗн итлес. Питӗ кӑткӑс.
Мӗн тумалла?
1. Тӗрӗслев кирлӗ. Эпир вулакан ҫӑлкуҫсене тӗрӗслесе тухмалла: усӑлли тата кӑмӑла каяканни юлтӑр, ытти -- кирлӗ мар.
2. Харпӑр аталану валли информаци уҫлӑхӗ йӗркелемелле. Тӗслӗхрен, ӳнер енӗпе ытларах пултарулӑх шайне ӳстерес тесен пултаруллӑ ҫынсене вуламалла. Чӗлхе енӗпе пулсан -- чӗлхе хутлӑхне тумалла. Тата ытти те.

Forwarded from Чӑвашсен "Хавал" пуҫару ушкӑнӗ
Чӑваш чӗлхи, тумӗ, фольклорӗ тата кун-ҫулӗ ҫинчен пӗлме темиҫе курма (видео)
Несколько видео о чувашском языке, костюме, фольклоре, а также об истории.
https://www.youtube.com/watch?v=JPbQXk2ojDA
https://www.youtube.com/watch?v=jBRrww9EtL0
https://vk.com/video-91933860_456239765
https://vk.com/video/@haval?z=video-12972450_456239121%2Fclub12972450%2Fpl_-12972450_-2
https://vk.com/video/@haval?z=video-12972450_456239123%2Fclub12972450%2Fpl_-12972450_-2
https://vk.com/video/@haval?z=video-12972450_456239124%2Fclub12972450%2Fpl_-12972450_-2

Анна Дыбо - о языке чувашей и других народов
лекция о чувашском народе