Шатра касни ҫинчен.pdf
6.3 MB
Шатра касни.
Тӗнчери пӗрремӗш вакцинӑна Эдвард Дженнер 18 ӗмӗр вӗҫӗнче шутласа каларнӑ теҫҫӗ. Ӗне сӑвакан хӗрарӑмсем шатра чирӗпе ҫӑмӑлтарах чирленине сӑнаса Дженнер шатра чирӗнчен сыхлакан вакцина тунӑ. Чӑннипе вӑл пӗрремӗш пулман паллах, ял ҫыннисем ӑна-кӑна тахҫанах чухланӑ, анчах Дженнер пӗрремӗш ҫавна брошюра ҫырса пичетленӗ.
Дженнерччен 18 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче леди Мэри Уортли Монтегю Осман империйӗнчен Англие вариоляци меслетне илсе килнӗ пулнӑ -- чӗрӗлме пуҫланӑ ҫыннӑн шатринчен пӳр илсе сывӑ ҫыннӑн ӳтне чӗрмелесе ҫав суран ҫине сӗрсе шатра чирӗн ҫӑмӑл вариантне ертнӗ.
15 ӗмӗрте казах Отебойдак Тлеукабылулы "Шипагерлік баян" кӗнекере вариоляци ҫинчен ҫырнӑ пулнӑ, унта сывӑ ҫынна чӗрӗлме пуҫланӑ ҫыннӑн кӗпине тӑхӑнтартса ҫӑмӑл шатра ертнӗ. Вариоляци сарма тата Аслӑ Пурҫӑн Ҫулӗ питӗ вӑйлӑ пулӑшнӑ.
Шатра чирӗнчен 90% вилнӗ, вариоляцинчен - 2%, Дженнер вакцининчен ~0%.

#longread
#нумай_чӗлхелӗх
#опыт
ИММИГРАЦИРЕ НУМАЙ ЧӖЛХЕЛЛӖ АЧА ӲСТЕРНӖ ОПЫТ
1/9 пайӗ https://t.me/chushu/1074
2/9 пайӗ https://t.me/chushu/1078
3/9 пайӗ https://t.me/chushu/1085
4/9 пайӗ
Полилингв ача-пӑчасем калаҫӑва хӑнӑхнӑ чухне йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ, сӑмахран, чӗлхе пӑтратни, теприсен (йывӑртарах) чӗлхине улӑштарни, пурте ӑнланаҫҫӗ, анчах темле чӗлхепе калаҫма килӗшменни тӗл пулать. Сирӗн мӗнле те пулин йывӑрлӑхсем пулнӑ-и, пулнӑ пулсан, эсир вӗсене мӗнле сиртӗр?
Йывӑрлӑхсем 5 ҫул тӗлне ҫухалнӑ. Питӗ нумай чӑтӑмлӑх кирлӗ, тепӗр хут калатӑп. Штатсенче (эпир пулнӑ пур ҫӗрте те) халӑх пурне те пӗлме тӑрӑшни пулӑшрӗ. Магазинта панулми ыйтнӑ чух: "Эпӗ тата вырӑсла панулми ыйтма пултаратӑп, ыйтас-и?" Анечка ҫавӑнпа сӗмсӗррӗн усӑ куратчӗ, мухтасса, тӳлевсӗр канфет парасса лӑпкӑн шанма пултаратчӗ.
Ҫавӑн пекех акӑлчанла "калаҫман" вылямалли теттесем йӗркелени те питӗ пулӑшрӗ, ҫавӑ пилӗк ҫул ҫурӑччен ӗҫлерӗ. Унтан вӑл вырӑссен ача садне лекрӗ, анчах унта чӗлхе аталанӑвӗн пур стадийӗсенче те ачасем пулнӑ, пӗр вырӑсла е акӑлчанла кӑна калаҫакансенчен пуҫласа вӗсене ивритпа тата испани чӗлхипе хутӑштариччен. Унӑн полиглот пултарулӑхӗ унта кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл мӑнкӑмӑлланса кайнӑ. Сӑмах майӗн, вӑл чӗлхепе усӑ курма пултарни обществӑшӑн кӑна мар пулнине часах ӑнланса илчӗ. Тепӗр уйӑхран ӑна тата тепӗр хӗрачана, акӑлчанла ҫеҫ калаҫаканскере, печени вӑрлассине сӳтсе явнине курнӑ. Акӑлчанла "мӗне пӗлтерет ку" тесе ыйтнине хирӗҫ вӑл вырӑсла мӑнкӑмӑллӑн "ку пирӗн хӗрупраҫ вӑрттӑнлӑхӗсем" тесе хуравларӗ:)
Тен, ытлашши йывӑрлӑхсем пулман пулӗ, мӗншӗн тесен эпир хамӑр чӗлхесене уйӑратпӑр. Эпир ӑна хамӑр калаҫусене хутшӑнтарма (паллах, интимлӑ плансӑр пуҫне) нихҫан та чӑрмантарман. Ҫавӑнпа та уншӑн паллӑ пулнӑ: "аннепе ӑслӑлӑх кухньӑра" (телевизор передачисен ҫаврӑмӗ) телевизорпа акӑлчанла пулса иртет пулсан, эпир ӑна акӑлчанла тӑватпӑр, анчах кӑнтӑрлахи апата пельмень ҫисен - эпир вырӑсла калаҫатпӑр, мӗншӗн тесен пельмень вырӑс.
Пӗррехинче эпир Пушкина сӳтсе яврӑмӑр та сисмесӗр акӑлчанла куҫрӑмӑр. Унӑн тӳрех ыйту тухса тӑчӗ - Пушкин вырӑс-ҫке, мӗншӗн кӳрентеретӗр эсир ӑна?
--- 4/9 пайӗн вӗҫӗ ---

Telegram
Чӑвашла шухӑшла
#longread
#нумай_чӗлхелӗх
#опыт
ИММИГРАЦИРЕ НУМАЙ ЧӖЛХЕЛЛӖ АЧА ӲСТЕРНӖ ОПЫТ
1/9 пайӗ
Сирӗн ачӑр тӳрех 3 чӗлхепе калаҫни мӗнле майпа пулса тухрӗ?
Полилингвсене ӳстерес енчен тӗрлӗ стратегисем пур: пӗр ҫын - пӗр чӗлхе, эрнери тӗрлӗ кунсенче тӗрлӗ чӗлхесем…

Эпӗ пӗр 10-саналла чухне мана асатте тупмалли сӑмах каласа панӑччӗ:
"Вӑрӑ-хурахсем
Тапӑнчӗҫ мана.
Манӑн виҫӗ пусччӗ,
Халь виҫ тенкӗ кӑна."
Тупсӑмне кам та пулин тупаять-и? Хуравне ыран каласа парӑп.
"Вӑрӑ-хурахсем
Тапӑнчӗҫ мана.
Манӑн виҫӗ пусччӗ,
Халь виҫ тенкӗ кӑна."
Тупсӑмне кам та пулин тупаять-и? Хуравне ыран каласа парӑп.
Чӑвашла шухӑшла
Эпӗ пӗр 10-саналла чухне мана асатте тупмалли сӑмах каласа панӑччӗ: "Вӑрӑ-хурахсем Тапӑнчӗҫ мана. Манӑн виҫӗ пусччӗ, Халь виҫ тенкӗ кӑна." Тупсӑмне кам та пулин тупаять-и? Хуравне ыран каласа парӑп.
Хуравӗ: эпӗ хам -- вӑрӑ-хурах.
Ҫапла мана асатте объективлӑ тата субъективлӑ чӑнлӑхсене уйӑрма вӗрентрӗ.
Объективлӑ: виҫӗ пус пулнӑ, виҫӗ тенкӗ пулса тӑнӑ.
Субъективлӑ: кам кама тапӑннӑ. Баянлӑ шӳтри пек - кам маларах халат тӑхӑннӑ, ҫав психиатр.
Пӗтӗмлетӳсем тунӑ чух ытларах объективлӑ чӑнлӑхпа усӑ курмалла вара.

Экономика халне кӑтартакан кӑсӑклӑ индекссем:
Тута сӑрламалли индекс (Lipstick index)
Кризис вӑхӑтӗнче хӗрсемпе хӗрарӑмсем тута сӑрлама валли ытларах укҫа тӑкаҫҫӗ тет, тата ытларах хӗрлӗ тӗс суйлаҫҫӗ тет. Мӗншӗн тесен -- хӑйсене савӑнтарас тенипе. Пурнӑҫ йывӑр -- тыт та тута сӑрла.
Кӗпе арки индексӗ (Hemline index)
Чухӑнланнӑ май хӗрсен кӗписем вӑрӑмланаҫҫӗ тет, тумсем консервативлӑх еннелле туртӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ час-час ҫӗнӗ япаласем илме май пулманнипе пулса иртет.
Ҫӳҫ-пуҫ индексӗ (Lob index)
Хӗрсен кӗске ҫуҫ пулсан ӑна тӑтӑшах кӗскетсе тӑмалла. Укҫа упрас тесе ҫӳҫ ӳстерме пуҫлаҫҫӗ тет.
Апла пулсан, кризис вӑхӑтӗнчи хӗрарӑм - вӑрӑм ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ сӑрланӑ туталлӑ, вӑрӑм кӗпе тӑхӑннӑ.

Олдгейт насосӗ (Aldgate Pump)
Лондонри Олдгейт насосӗ вырӑнӗнче 12-мӗш ӗмӗрте пусӑ кӑна пулнӑ, 16-мӗш ӗмӗрте унта палӑк евӗрлӗ насос лартнӑ.
Ҫак насос авӑсакан шывӗ хулари чи лайӑх шыв тесе шутланнӑ. 1868 ҫулта ун ҫинчен "ҫутӑ, лӗп, сивӗтекен, тутлӑ шыв" тесе ҫырнӑ.
Анчах кӑшт тӑрсан таврара темиҫе ҫӗр ҫын темле чиртен вилнӗ, ҫавна пула шывне тӗрӗсленӗ. Ҫынсене ҫав тери килӗшекен тутлӑ шыв ҫурҫӗр Лондон ҫумӗнчи Хампстед ҫӗнӗ масар урлӑ килнӗ иккен, ҫавӑнти вилесен шӑммисене ҫуса кальци тата ытти ҫӗрнӗ ӑпӑр-тапӑр япаласене илсе килнӗ пулнӑ. Насос ӗҫне тӳрех чарнӑ.
1876 ҫулта вара насос урӑх вырӑнтан шыв илмелле тунӑ.

Пӗлӳ тӗсӗсем:
Кулленхи пурнӑҫри - вут вӗри, шыв йӗпе, чӗкеҫсем аял вӗсҫен кӗҫ ҫумӑр ҫӑвать; нумай хут сӑнанӑ япаласенчен тухнӑ пӗлӳ, йӳнлӗх.
Юмах - тӗслӗхрен, Улӑп халапӗсем ҫӗр, кӳлӗсем, тусем мӗнле пулса кайнине ӑнлантарнӑ.
Тӗн - этем нимӗн те пӗлме пултараймасть, пӗлӳ турӑсенче кӑна.
Ӳнер - илемлӗ сӑнарсем усӑ курса объективлӑ пӗлӳсене вӑйлӑрах кӑтартать; ытларах тӗнче мар, этемпе культура тӗпчет.
Ӑслӑлӑх - тӗнчене тӗпченӗ чух кашни ыйту валли ятарлӑ ҫирӗплетӳ шырать, пӗр системӑна / парадигмӑна пухса майлаштарать.
Философи - ӑслӑлӑхран анлӑрах, пӗтӗмӗшле тӗнчекурӑм ыйтӑвӗсене тӗпчет.
Суя ӑслӑлӑх - асамлӑх, астрологи, гомеопати, алхими, эзотерика. Суя ӑслӑлӑх пӗлтерӗшӗ - чӑнлӑх кӑтартассинче мар, стресс пуснӑ ҫынна ҫӗр ҫинче ҫирӗпрех тӑма пулӑшнинче.

Шӑрттан
Ма эпир шӑрттан пӗҫерместпӗр?
Маншӑн шӑрттан -- чи тутлӑ деликатес. Хуплу та тутлӑ, салма яшки те, анчах шӑрттанран тутли ҫук. Тен, ӑна ҫулталӑкне пӗрре кӑна ҫинипе, вӑл темле илӗртӳллӗ апат-ҫимӗҫ пек туйӑнать? Тата вӑл ачалӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ, ҫавна пула пит паха.
Эпӗ пӗлекен ҫамрӑк чӑваш ҫемьесенче халь шӑрттан тумаҫҫӗ, эпӗ хам та пӗрре те туса курман. Тӑвас килет анчах. Юрӗ, суеҫтеретӗп, тӑвас мар, ҫиес килет.
Пирӗн "тӑван" шӑрттан - вӑкӑр пуснӑ хыҫҫӑн тӳрех пӗҫернӗ япала, ӑна вӑкӑр пакартинчен тӑваҫҫӗ: мӑн хырӑмне ытти ӑш-чиккипе тултараҫҫӗ те темиҫе сехет кӑмакара ӑшалаҫҫӗ.
Теприсем калаҫҫӗ, чӑн-чӑн шӑрттан ашран кӑна теҫҫӗ, теприсем - сурӑх ашӗнчен кӑна теҫҫӗ. Ку ыйту вӑл Джонатан Свифт ҫырнӑ Гулливерӑн ҫулҫӳревӗнчи "хӑш енчен ҫӑмарта шаккаса ватмалла, вӗҫлеке енчен-и, пуклак енчен-и" теекен тавлашу кӑна. Кама мӗнле килӗшет, ҫав тӗрӗс, ӗҫӗ те пӗтнӗ.

Мӑн хырӑм ӑшне тӳпелесе чиксе тултараҫҫӗ (туранӑ аш, хура пӑрӑҫ, ыхра, тӑвар, лавр ҫулҫи), шӑтӑкне ҫӗлесе хураҫҫӗ, ҫӗввине аяла хӑварса хулӑн тӗплӗ ҫатма ҫине хураҫҫӗ те 280°-па кӑмакара ӑшалаҫҫӗ.
Ҫутӑ хӑмӑр хуппи пулсан тата пӗтӗм шывӗ типсен 150°-ччен чакараҫҫӗ те тата 10-12 сехет ӑшалаҫҫӗ, унтан 100°-ччен чакараҫҫӗ те тата кӑштах (мӗн чухлӗ?? кама мӗнле килӗшет пулас) тытаҫҫӗ.
Ҫурма типӗ шӑрттан вӗрилле те, сивӗлле те ҫиеҫҫӗ.
#рецепт

Упӑтесем, банан тата сивӗ шыв ҫинчен
Ку халапа пурте илтнӗ пулӗ те, тепӗр хут каласа паратӑп:
Пилӗк упӑте читлӗхе лартаҫҫӗ, вӑлта ҫине ҫӳле банан ҫакаҫҫӗ. Упӑтесенчен хӑшӗ те пулин банан патне кармашса ҫитсенех пӗтӗм ушкӑна сивӗ шывпа шӑвараҫҫӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен урӑх пӗр упӑте те банан илме хӑтланмасть.
Вара пӗр упӑте вырӑнне урӑх ҫӗнӗ упӑте лартаҫҫӗ, ҫав упӑте, паллах, тӳрех банан хыҫҫӑн туртӑнать, анчах ҫавӑнтах ыттисем ӑна хӑлха чикки параҫҫӗ, вара ҫак упӑте те банан илесшӗн тӑсӑлма пӑрахать. Ҫапла черетпе кивӗ упӑтесене ҫӗннисемпе ылмаштараҫҫӗ, вара читлӗхре пӗрре те сивӗ шыв курман упӑтесем кӑна тӑрса юлаҫҫӗ.
Сивӗ шывпа урӑх шӑвармаҫҫӗ пулсан та, упӑтесенчен пӗри те банан илме кармашмасть. Ҫиелтен, тата тепӗр ҫӗнӗ упӑте ҫавӑнта лартсан ыттисем ӑна та банан илме ирӗк памаҫҫӗ, хӗнеҫҫӗ: "Пирӗн йӗрке ҫавнашкал".
#халлап
P.S. тӗрӗссипе кун пек эксперимент пӗрре те пулман, ку вӑл пӗтӗмпех шухӑшласа кӑларнӑ япала. Анчах юптару пек килӗшет.

Нейросеть Ашапатман карчӑкне ак ҫапла ӳкерсе пачӗ
Ашапатман, Шапатан - арап тĕнчинчен килнĕ ят, Айша+Фатима (пророкăн арăмĕпе хĕрĕн ячĕсем). Çав карчăк ырă пулма та пултарать, усал та.
Ашапатман карчăк - шурă çÿçлĕ ватă юмăç карчăк, çăварĕнче пĕр шăл, çамкинче пĕр куç, пуçĕнче пĕр çÿç, кутĕнче пĕр тĕк.
Ашапатман карчăк ячĕпе вĕреççĕ-сураççĕ:
"Атăл урлă, Сăр урлă Ашапатман карчăк килнĕ – çăварĕнче пĕр шăл, кутĕнче пĕр тĕк. Çав вĕрет, çав сурать: ылтăн таканипе ăсса кăларать, кĕмĕл шăпăрĕпе шăлса кăларать.
Çитмĕл те çичĕ тĕслĕ усал тĕтре сирĕлнĕ пек сирĕлсе кайтăр: вырăс куç, тутар куç, чăваш куç, арçын куç, хĕрарăм куç — пурте тухса кайтăр. Хура куçран хуралса тухса кайтăр, чакăр куçран чарăлса тухса кайтăр, кăвак куçран кăвакарса тухса кайтăр. Кашласа ларакан вĕлтĕрене хăçан куç тивет, çак ачана çавăн чухне тин куç тивтĕр.
Атăл çинчен, Сĕве çинчен Ашапатман карчăк килет: шурă çӳçлĕ, сарă шăллă, кутĕнче пĕр тĕк, çăварĕнче пĕр шăл. Çав тĕтĕрсе, çав кăларса парать. Тух куç! Тух!"

Логика ҫинчен
Логика - грек чӗлхинчен "логос" - сӑмах, тӗрӗс шухӑшлама вӗрентекен ӑслӑлӑх турачӗ.
Логикӑпа усӑ курма халь айтишниксемсӗр пуҫне никама та вӗрентмеҫҫӗ, вузсенче те, шкулсенче те. Ара мӗн валли патшалӑха чӑнлӑхпа суя уйӑрма пултаракансем, ҫынсенчен сурӑх кӗтӳ тусан лайӑхрах, мӗн каланӑ, ҫавна ӗненеҫҫӗ.
Атьӑр-ха сурӑх кӗтӗвӗнчен кушак кӗтӳ* тӑвар: чи анлӑ сарӑлнӑ шухӑшлав йӑнӑшӗсене курма вӗренер.
* Программистсен пуҫлӑхӗсем валли ҫырнӑ кӗнеке "Кушак кӗтӳ кӗтесси ҫинчен" ятлӑ. Хӑй тӗллӗн шухӑшлама пӗлекен ҫынсенчен пуҫтарнӑ ушкӑна унта кушак кӗтӳпе танлаштарнӑ.