Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Шекспир,_Вильям_Ромеопа_Джульетта.pdf
40.7 MB
Уильям Шекспир - Ромеопа Джульетта, П.Хусанкай чӑвашла куҫарнӑ
Психологи чиккисем ҫинчен
Чӑваш Енре ҫакӑн пек япала пур-ши?
Милые девушки с почтового отделения по Дзержинского дарят такие открытки с национальным колоритом. Можно отправить совершенно бесплатно.
Сакӑр ҫул каялла ак ҫак видеоролик тухнӑ:
https://youtu.be/zB3hX9N-luo

Чӑвашла социаллӑ реклама тата пур-ши? Эп тупаймарӑм.
«Упа кутне çу сĕрнĕ, тет те: ытла çемçе, тесе каларĕ, тет; эс те çавăн пек: сана темле лайăх туса парсан та, юрас çук.»

Ооо, пӗлетӗп эп ун пек ҫынсене 😁
#каларӑш
Темиҫе эрне каялла ашшӗ-амӑшӗсене ачисене чӑваш чӗлхине вӗрентме хистес тесе социаллӑ реклама тумалли ҫинчен виҫӗ тӗрлӗ министерства ҫыртӑм.
Вӑт ҫапла хуравларӗ Чӑваш республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви. Кӗскен куҫарса паратӑп:
«Эпир ахаль те нумай ӗҫлетпӗр, урӑх ӗҫлес килмест, ыттисене тиеме хӑтланӑр»

Ара, сирӗн кӗнекӳсем те, вӗренӳ платформи те кӗҫ никама та кирлӗ мар пулать апла. Ҫынсене пӗрремӗшӗнчен вӗренме-вӗрентме мотиваци кирлӗ, реклама тумалла.

P.S. Чӑвашла хуравлани паха ӗнтӗ-ха.
Кам кӑсӑкланать - акӑ вӑл, "Вӗренӳ порталӗ".

Хыпарсем - Вӗренӳ порталӗ
http://portal.shkul.su/

Хыпарсем икӗ ҫул ҫук.
Ача пахчи валли материалсем - 0.

Фундамент хумасӑр хӳмине хӑпартаҫҫӗ.
Тата кунта вӗрентекенсем пур-и? Чӑнах чӑвашла кӗнеке-мӗн ҫителӗклӗ-и сире?
Anonymous Poll
10%
Çитет
65%
Çук
25%
Хамăн вариант/хуравĕсене пăхас килет
Чӑвашла ҫырнӑ фантастика ҫук теттӗмччӗ, пур иккен.

Раштав уйахӗн 10-мӗшӗнче кашни ҫул пӗтӗм тӗнчере Этем Прависен Кунне уявлаҫҫӗ.
1948 ҫулта ҫак кун Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн Генеральнӑй Ассамблейи (ООН) Халӑхсен прависен пӗтӗмӗшле декларацине йышӑннӑ.

Чӑвашла куҫарни те пур:
https://www.ohchr.org/en/human-rights/universal-declaration/translations/chuvash
Ӗмӗтленме пире никам та чараймасть-ха