Учим чувашский_тест
156 subscribers
7 photos
7 links
Здесь вы можете проверить свои знания после уроков на канале https://t.me/chavashlaveren
Download Telegram
Текст для проверки ⤵️

Çуркунне

Çуркунне ҫитрӗ. Хĕвел хĕртсе пăхать. Тулта ăшă. Ҫил вĕрмест.
Çÿлте тăрисем юрлаççĕ. Юр ирĕлсех пырать, кăшт анчах юлчĕ. Урамра шыв юхать.
Эпир юлташсемпе хăма татăкĕсенчен пĕчек кимĕсем турăмăр. Хытăрах юхакан пĕр шырлана ятăмăр. «Камăн иртет! Камăн иртет!»-тесе кимĕсем хыççăн чупатпăр.
Çапла чупса пынăçемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине те курман. Шыв лупашкине лап! Кĕтĕм ÿкрĕм. Кĕпе-йĕм йĕп-йĕпе! Сивĕ, шăнтăм хам.
Кĕпе-йĕм улăштарас тесе эпĕ хӑвӑртрах киле чупса кайрăм.
-Ăçта йĕпетрĕн?– тĕпчеме пуçларĕ анне.
Эпĕ тÿррипе каласа патăм.
-Çук сана кĕпе! Кай, кăмака çине лар! Малашне умна-хыçна чипер пăхса çÿре!- терĕ аннем.
💬 Словарь

Ҫуркунне - весна
Тӑри - жаворонок
Хӑма татӑкӗ - кусочек доски
Кимӗ - лодка (кораблик)
Шырлан - овражек
Лупашка - лужа
Кӗпе-йӗм - белье, одежда
Эмодзи-тест для начинающих ⬇️
Тест для уровня В1
Йывӑртарах🏋🏼 (Посложнее)

Подсказка: Эта тема была пройдена на канале. Урок- конструкции с «тесе»
Переведите предложения ⬇️
Аван-и?👋🏼
Как хорошо вы знаете Чувашскую Республику?

Пройдите тест на знание муниципальных образований Чувашской Республики 📍
https://motovskikh.ru/chuvashia/

Переходите по ссылке ⤴️

Интерактивный тест в виде игры😍
По теме вчерашнего урока про цветы
🌺🌸🌼

Переведите предложения ⤵️